Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Ача ҫулталӑкӗ ҫинчен» хушӑва ӑнлантарса пани

«Хыпар» хаҫат редакцийӗ Указа ӑнлантарса пама Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫинчен Энвер Аблякимовран ыйтрӗ:
— Президент Указӗпе 2007 ҫула Ача ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

— Ҫак Указ Чӑваш Республикин Президенчӗ Николай Васильевич Федоров ертсе пынипе пурнӑҫлакан тӗллевлӗ патшалӑх политикин тӑсӑмӗ пулса тӑрать. Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре кашни ҫулталӑкӑн программа шайӗнчи ячӗ пур: Ҫемье ҫулталӑкӗ, Ҫамрӑксемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркин ҫулталӑкӗ, Парксемпе садсен ҫулталӑкӗ, Ӑс-хакӑл ҫутлӑхӗн ҫулталӑкӗ. Ҫакӑ патшалӑх влаҫӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, организацисен, фажданла общество институчӗсен вӑй-хӑватне пӗрлештерме, умри тӗллевсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама май парать.
Ачалӑх — ҫын пурнӑҫӗнчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ тапхӑр, вӑй питти ҫулсене хатӗрленмелли, тӑнӑҫлӑхпа туслӑха тӗпе хурса, ҫын прависене, пӗтӗм этемлӗхшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӑнлавсене тата ҫут ҫанталӑка хисеплесе тӗкче курӑм йӗркелемелли вӑхӑт.
Ача ҫулталӑкӗнче ачасене пулӑшас, вӗсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлес тӗллевлӗ мероприятисем, ҫавӑн пекех ырӑ кӑмӑл-туйӑма тӗпе хурса воспитани памалли ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем иртӗҫ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-29 10:02:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2154 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем